Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче паян Эдисон Патмар хатӗрлесе кӑларнӑ ҫӗнӗ кӗнекене хӑтларӗҫ. Унӑн ячӗ — «Я песчинка… Я травинка… Я дуб!». Унта нумай пулмасть 60 ҫул тултарнӑ ҫыравҫӑн, таврапӗлӳҫӗн, хастарӑн пурнӑҫӗ сӑнланнӑ. Автобиографилле кӗнеке темелле ӑна.
Виҫӗ пайран тӑракан кӗнеке ачалӑх кунӗсенчен пуҫланать. Унта автор ача вӑхӑтӗнчи ҫулӗсене аса илнӗ, унпа сиксе тухнӑ пӑтӑрмахсемпе паллаштарнӑ. «Я песчинка...» пай вара автор Ӗремпур училищине вӗренме кӗнипе вӗҫленет.
«Я травинка...» пайра автор ҫар училищинче иртнӗ вӑхӑта, хӗсметрине ҫырса кӑтартнӑ. Вӗлӗмрен хӑтӑлни те пулнӑ Эдисон Патмар пурнӑҫӗнче.
Виҫҫӗмӗш пайӗ вара саппаса тухнӑ хыҫҫӑнхи пурнӑҫа сӑнлать. Кунта вара унӑн хальхи ӗҫӗ ҫырӑннӑ: ашшӗн — Иван Патмарӑн — килти архивне пичетлесе кӑларасси, ҫӗнӗ материалсем пухма тулай чӑвашсем патне ҫӳрени, кӑларнӑ кӗнекесене халӑх патне ҫитересси тата ытти те.
Патмар Эдисон Иванович 1955 ҫулхи акан 11-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Яманак ялӗнче ҫуралнӑ. Пӗрремӗш сӑвви «Ял пурнӑҫӗ» хаҫатра 1970 ҫулхи раштавӑн 29-мӗшӗнче пичетленсе тухнӑ.
Нумаях пулмасть Красноармейски районӗнчи Культура ҫуртӗнче «Шетмӗпе Ҫавал кӗввисем» халӑх пултарулӑхӗн фестивалӗ иртнӗ. Йӑлана кӗнӗ ку мероприятие хальхинче район 80 ҫул тултарнине халалланӑ.
Фестивале район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ — вӗренӳ пайӗн пуҫлӑхӗ Алексей Васильев уҫнӑ. Юрӑ-кӗвӗ уявне пухӑннисене вӑл 17-мӗш хут иртекен мероприятие хутшӑнакан поэтсемпе композиторсене «район культурине аталантарма тӳпе хывнӑшӑн» тав тунӑ май малашне те пултарулӑхра ӑнӑҫу суннӑ.
Кӑҫалхи фестивальте 8 композиторпа 13 поэт юрри янӑранӑ. Вӗсен пултарулӑхне Красноармейскинчи ӳнер шкулӗн пуҫлӑхӗ Ирина михайлова, Чӑваш Республикин музыка обществин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Зоя Смирнова, Нестер Янкас ячӗллӗ культура, литература тата ӳнер пӗрлӗхӗн районти ертӳҫи Георгий Ефимов хакланӑ.
Сӑнсем (22)
«Чӑваш Ен литератури: ҫулталӑкри чи вуланакан кӗнеке» республика конкурсӗпе килӗшӳллӗн, Шупашкар районӗнчи Хыркассинче шкул ачисемпе литература сехечӗ иртнӗ. Унта Николай Карайӑн «Мучи пӗви» калавне сӳтсе явнӑ.
Мероприяти пуҫламӑшӗнче вулавӑш ӗҫченӗ кӗнеке авторӗ пирки каласа кӑтартнӑ. Николай Карай — пултаруллӑ ҫыравҫӑ, журналист, педагог. Ачасем Карай мӗне пӗлтернине те чухланӑ. Вӑл Красноармейски районӗнчи ял, унта автор ҫуралнӑ.
Николай Карай Раҫҫей писателӗсен пӗрлӗхӗн пайташӗ, Нестер Янкас преми лауреачӗ. Вӑл ачасем валли чылай хайлав ҫырнӑ: «Ураллӑ купӑс», «Туссемпе пӗрле», «Шӑллӑм» тата ыттисем.
Николай Дмитриевичӑн вӗрентсе калакан хайлавӗсем ачасене питӗ килӗшнӗ. «Сана мӗн ӗҫ?», «Мучи пӗви» калавсенче автор экологи темине хускатать. «Ҫакӑнтахчӗ», «Кӑнтӑра вӗҫни» калавсене иронипе ҫырнӑ, вӗсем шухӑша путараҫҫӗ.
Тӗлпулура ачасем вулавӑш ӗҫченӗн ыйтӑвӗсене хаваспах хуравланӑ.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗнер 80 ҫулти красноармейскисене саламланӑ. Унта вӑл вӑл тӑрӑхри депутатсемпе ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсемпе, районти хисеплӗ ҫынсемпе тӗл пулнӑ. Элтеперпе пӗрле Красноармейскине республикӑн финанс министрӗ Светлана Енилина, ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ Алексей Самаркин, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем пырса ҫитнӗ.
Республикӑна ертсе пыракансем Чӑваш Енре пурнӑҫ лайӑхланса пыни пирки ӗнентернӗ май цифрӑсем илсе панӑ. Социаллӑ проектсем кӑҫал та пурнӑҫа кӗмелле-мӗн. Красноармейски районӗнчи ялсене, урамсене хӑтлӑх кӳме 36,5 миллион тенкӗ ытла укҫа уйӑрмалла. Республикӑн инвестици программипе вара вӑл тӑрӑхрисем валли 12,3 мимллион тенкӗ пӑхса хӑварнӑ.
Красноармейски районӗнче пурӑнакансем Михаил Игнатьев республикӑра ертсе пыракан ҫул-йӗрпе кӑмӑллӑ пулнине палӑртнӑ май ӑна хӑйӗн кандидатурине Элтепер пулма тӑратма ыйтса каланӑ иккен. Ун пек ыйтакансем ытти районта та пулнӑ-мӗн. Ҫакӑн пирки ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби хыпарлать.
Пушӑн 10-мӗшӗнче Красноармейски районӗнче «Трак ен пикине» суйланӑ. Ӑна район йӗркеленнӗренпе 80 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Пикесем конкурсра хӑйсемпе паллаштарнӑ. Вӗсем тӑван район историне, культурине, йӑли-йӗркине мӗнле пӗлнине тӗрӗсленӗ. Ҫавӑн пекех жюри пикесем чӑваш наци ҫимӗҫне епле хатӗрлеме пӗлнине хакланӑ. Кӑҫал Чӑваш Енре Константин Иванов ҫулталӑкӗ пулнӑ май хӗрсем «Нарспи» поэмӑри сыпӑксене вуланӑ, сценкӑсем кӑтартнӑ. Конкурс вӗҫӗнче чӑваш пикисем наци тумне кӑтартнӑ.
Чи малтанах пурне те Красноармейски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Шестаков саламланӑ. Унтан пӗлтӗр «Трак ен пики» ята тивӗҫнӗ Мария Козлова та тухса калаҫнӑ.
Конкурса 9 пике хутшӑннӑ. Кӑҫал «Трак ен пики» ята Красноармейски шкулӗнче 11-мӗш класра вӗренекен Александра Яковлева тивӗҫнӗ. Пикшикри шкулта ӑс пухакан Светлана Тихонова «Вице-Трак ен пики» пулса тӑнӑ. «Хӳхӗм пике» номинацире Упи хӗрӗ ҫӗнтернӗ. Трак шкулӗнче вӗренекен Маргарита Гаврилова — «Ҫепӗҫ пике», Карай хӗрӗ Анна Кузьмина — «Ӑста пике», Трак шкулӗн вӗренекенӗ Валентина Иванова — «Кӑмӑллӑ пике», Чатукассинчи Анастасия Кириллова — «Тарават пике», Трак шкулӗнче ӑс пухакан Светлана Леонтьева — «Чипер пике», Мӑн Шетмӗри Ксения Иванова — «Ырӑ пике».
Пушӑн 6-мӗшӗнче «Ял пурнӑҫӗ» Краснорамейски район хаҫачӗн пӗрремӗш номерӗ тухнӑранпа 80 ҫул ҫитнине уявланӑ. «Колхозник» ятпа тухнӑ пӗрремӗш номер Ҫӗрпӳри типографире 1200 экземплярпа пичетленнӗ. 1938 ҫулхи ҫӗртмен 25-мӗшӗнчен пуҫласа 1962 ҫулччен вӑл «Коммунизм ҫулӗпе» ятпа тухса тӑнӑ. 1966 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче «Ял пурнӑҫӗ» ятпа тухнӑ.
Хаҫат 80 ҫул хушши район пурнӑҫне тӗрлӗ енчен ҫутатма тӑрӑшать. Вӑрҫӑ ҫулӗсем, ял хуҫалӑхӗ йӗркеленни, перестройка… Йӑлтах хаҫат страницисенче ҫутатнӑ.
Район хаҫатӗнче журналистра ӗҫленӗ чылай ҫын каярах паллӑ ҫыравҫӑ, поэт пулса тӑнӑ е республика хаҫачӗсенче ӗҫлеме пуҫланӑ. Вӗсен йышӗнче — В.Харитонов, Г.Трофимов (Юмарт), Ю.Сементер, И.Степанов, Н.Дмитриев (Карай), Л.Семенов, Ф.Андреев.
Халӗ район хаҫӑчӗ чӑвашла эрнере икӗ хут тухса тӑрать. Шел те, юлашки вӑхӑтра унта вырӑсла статьясем те курӑнкалама пуҫларӗҫ. Министрсем панӑ интервьюсене чӑвашла куҫармасӑрах пичетлени пӗрре мар куҫ тӗлне пулчӗ. Тем тесен те, чӑваш хаҫачӗн йӑлтах чӑвашла тухса тӑмалла.
Хаҫата тӳре-шара саламлама килнӗ.
Нарӑсӑн 27-мӗшӗнче Красноармейскинче район пулса кайнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалласа «Трак ен каччисем» конкурс иртнӗ. Ӑна районта пӗрремӗш хут ирттернӗ.
Унта каччӑсен пултарулӑхне, вӗсем историпе культурӑна пӗлнине тӗрӗсленӗ. Вӗсем хӑйсем ӑсталанӑ япласене те кӑтартнӑ. Ытларахӑшӗ ӑна йывӑҫран касса хатӗрленӗ. Юлашкинчен ҫамрӑксем апат мӗнле пӗҫӗрессине тӗрӗсленӗ. Вӗсенчен кашниех чӑвашсен наци ҫимӗҫне — хуран кукӑльне — пӗҫернӗ.
Конкурса хутшӑнакансене тата хӑнасене район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Шестаков саламланӑ. Ҫичӗ каччӑ хӑйсем пирки электронлӑ хӑтлавпа усӑ курса паллаштарнӑ, тӗрлӗ конкурссене хутшӑннӑ. Куракансен тунсӑхлама вӑхӑт пулман.
Пӗтӗмлетӳпе килӗшӳллӗн, «Трак ен каччисем» конкурсра Николай Артемьев ҫӗнтернӗ. Вӑл «Чавашсетьгазӑн» Красноармейскинчи газ участокӗнче ӗҫлет.
Сӑнсем (33)
Нарӑсан 10–11-мӗшӗсенче Красноармейски районӗнчи Еншик Чуллӑ шкулӗнче Литература тата К.Иванов ҫулталӑкӗсене халалласа чӑваш чӗлхипе литературин конкурс фестивалӗ иртнӗ. Ӑна пӗр-пӗрин опычӗпе паллашас, педагогикӑри ҫӗнӗ технологисене сарас тӗллевпе ирттернӗ.
Фестивале районти 12 вӗрентекен хутшӑннӑ. Пӗрремӗш кунне фестивале тата республикӑри Константин Иванов ҫулталӑкне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Унта шкулта вӗренекен ачасем те хутшӑннӑ.
Вӗрентекенсем фестивале тӗплӗн хатӗрленнӗ, кӑсӑклӑ уҫӑ уроксем ирттернӗ. Жюри вӗсен ӗҫӗсене хакланӑ.
Конкурс фестивальте ҫӗнтерӳҫӗ ятне Мӑн Шетмӗри шкулта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Светлана Назарова тивӗҫнӗ. Красноармейски шкулӗн вӗрентекенӗ Виталий Михайлов тата Именкассинчи Галина Терентьева призерсем пулса тӑнӑ.
Сӑнсем (8)
Кӑрлачӑн 31-мӗшӗнче Упири пӗтемӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта литература ҫулталӑкӗ уҫӑлчӗ. Ӑна чӑваш халӑх поэтне К.В. Иванова халалласа ирттерчӗҫ.
Ертсе пыраканӗсем Аня Никифоровӑпа Юля Фомина пулчӗҫ. Пухӑннисем умӗнче «Нарспи — чӑваш литературин палӑкӗ» поэзи каҫӗ кӑтартрӗҫ, вӑл куракансен кӑмӑлне кайрӗ. Ҫак уявра К.В.Иванов пултарулӑхӗн пурнӑҫне, «Нарспи» поэмӑна туллин уҫса пачӗҫ. Сетнерпе Нарспи рольне 11-мӗш класра вӗренекен Аня Васильевӑпа Дима Якимов вылярӗҫ. Тӑхтаман рольне 10-мӗш класра вӗренекен Дима Архипов калӑпларӗ. Михетерпе карчӑкки рольне 8-мӗш класра вӗренекен Коля Васильевпа Лиана Николаева вылярӗҫ. Хӗр ҫумсемпе туй арӑмӗсен ташши-юрри те куракансене савӑнтарчӗ.
Каласа хӑварас пулать, ҫак уява сцена ҫине чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем Васильева Вера Вениаминовна тата Петрова Светлана Валерьяновна хатӗрлесе кӑларчӗҫ.
Красноармейски районӗнчи Упи ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Ю.В.Степанов ҫак кунсенче ял тӑрӑхӗнчи ялсене ҫитсе 2014 ҫулта туса ирттернӗ ӗҫсемпе паллаштарчӗ.
Кӑрлачӑн 29-мӗшӗнче вӑл Тусай ял халӑхӗ умӗнче отчетпа тухса калаҫрӗ, ыйтусем ҫине хуравларӗ. Авӑн уйӑхӗнче иртекен суйлав пирки те ӑнлантарса пачӗ. Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне ял канашне суйланнӑ депутатсенчен суйлани пирки каларӗ.
Ял халӑхӗ Степанова 2015 ҫулта Тусай ял уявне ирттерме сӗнчӗ. Унсӑр пуҫне вӑрҫӑра ҫапӑҫса пуҫне хунӑ паттӑрсене асӑнса лартнӑ палӑк умӗнчи картана ҫӗнетме ыйтрӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |